уйăха вăпăр çини - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
затмение луны. Городище Б. Уйăха вăпăр çине. (Произошло) лунное затмение. Хурамал. Уйăх тĕттĕмленнĕ чух, уйăха вăпăр çиять, теççĕ. Ăна курсассăнах, пилеш сенĕк юппине чĕрсе (= уйăрса) пăрахаççĕ, унтан, уйăх енелле тухса, уйăха хирĕç вутлă кĕл сапаççĕ; çапла тусан, вăпăр çиме чарăнать, теççĕ. Богат. Пĕр вăпăр карчăк пулнă, тет, унăн кĕрӳшĕпе хĕрĕ пулнă, тет. Уйăх тулса çитсессĕн, çав карчăк кĕрӳшпе хĕрне чĕнчĕ, тет те, пăртак калаçса ларчĕç, тет. Карчăкки кĕрӳшне калать, тет: эсĕ уйăха юçланă чух турра ан асăн, тесе каларĕ, тет. Вара кăмака çамки çине вир акрĕç тет, те, виçĕш виç пучушши çине утланса, уйăх патне хăпарса карĕç, тет. Карчаккипе хĕрĕ икĕшĕ те турра асăнмасăрах уйăха пуçласа çирĕç, тет. Кĕрӳшĕ: турă çырлах, турă пулăш! тесе, çиме пуçларĕ, тет. Хунямăшĕ кĕрӳшне: апла ан кала, турă илтет! тесе каларĕ, тет. Турă илтсе пычĕ, тет те, карчăккипе хĕрне шалча çине, кĕрӳшне улăм ури çине лартрĕ, тет.