ут - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. IЬ. Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).