Айăп ту - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Айăп ту 1. обвинять / обвинить кого-что в чем, упрекать / упрекнуть кого-что; 2. калечить / искалечить [покалечить] кого-что; 3. (в извинениях в форме повел. накл. айăп ан ту (тăвăр) не осуди (осудите), не обессудь (обессудьте), не взыщи (взыщите).
1. Эпир сана корнета вĕлернĕшĕн айăп тумастпăр, анчах ăна мĕншĕн вĕлернине пĕлес пулать. М. Белов. 2. Те таçта пырса тăрăнасси пур, алли-урине айăп тăвасси пур. К. Турхан. 3. — Сана валли нимĕн те пулмарĕ, — пăшăрханса каларĕ ăна Ахтупай. — Айăп ан ту ĕнтĕ, пĕррелĕхе каçар. К. Турхан.