Ăнран кай - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ăнран (ăнтан) [тăнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. приходить / прийти в изумление.
1. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чунĕ вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Хăшпĕр сывлăхсăртараххисем ĕçленĕ çĕртех тăсăлса ӳксе, ăнран кайса выртнă. М. Данилов-Чалтун. Кислород пĕтсе пыни нумай асап кӳчĕ. Чи малтанах ĕçре ывăннă матроссем тăнран кая пуçларĕç. В. Бурнаевский. 2. Пӳлĕмĕсен шучĕ çук, Алă-кĕсен хакĕ çук, Курсан каятăр ăнран. В. Урташ.