Ăш пусăрăнать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Ăш [кăмăл, чун, чĕре] пусăрăнать душа [сердце] успокаивается у кого, чья.
Ăш пусăрăнмасть. Манăн та райкомра çĕкленнĕ кăмăл сасартăках пусăрăнчĕ. А. Ĕçхĕл. Валя Надьăна курасшăн пулчĕ. Манăн та унпа питĕ калаçас килетчĕ: пĕр-пĕринпе тавлашкаласа ларсан, чун пăртак пусăрăнать. А. Алка. — Кĕтрĕм, кĕтрĕм. Таврăнчĕ ак. Ăна курса калаçсан, чĕреçĕм пусăрăнĕ тесеттĕм. В. Ухли.