Кăмăл тулать - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Кăмăл тулать [çитет, çырлахать] удовлетворяется кто чем, довольствуется кто чем.
Шăтăрнака фермăран кăларса çапни çинчен илтсен, унăн кăмăлĕ тулчĕ. Т. Пĕтĕркки. Хĕç витĕр, пуля витĕр Çын кăмăлĕ çитет. П. Хусанкай. Каç пулнă çĕре Макар Анаткасран таврăнчĕ. Унăн кăмăлĕ çырлахнă, хăйне çăмăл та вашават тыткалать. С. Аслан. Кăмăл тултăр — ярăнса утатпăр. Çĕрен туртăмне туймасть ура. Г. Ефимов.