Куçа уç - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Куçа (куçсене) уç 1. открывать [раскрывать] / открыть [раскрыть] глаза кому; 2. просыпаться [про буждаться] / проснуться [пробудиться] от сна.
1. Кам пире çутта кăларчĕ, кам пирĕн куçсене уçрĕ, кам пире çын евĕрлĕ турĕ? Хыпар. 2. Ирхи постра утса пыруçăн Çĕр тĕрлĕ çĕнĕлĕх курап: Ачаш куçне уçать çĕн çулçă, Сирень çĕн сапака çурать. Ю. Семенов. Офицер темиçе сехет иртсен куçне уçрĕ. Умра тăракан боец иккĕллĕ те виççĕллĕ курăнать. В. Бурнаевский. Сенкер пĕлĕт çут чаршав пек уçăлать, Шурăмпуçĕ куçне уçрĕ: çутăлать. И. Тукташ.