Куççуль юхтар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Куççуль юхтар [тăк] лить [проливать] / пролить слёзы, растекаться в слезах (горько плакать).
Ашшĕне тĕрмене тытса хупни ыраттарать унăн чунне, вăхăчĕ-вăхăчĕпе шăпăртаттарсах куççуль те юхтарать вăл. А. Талвир. Асламăшĕ, ахаль те аран кураканскер, куççуль юхтарса пачах суккăрланса ларчĕ. В. Паймен. Малтан Урине тунсăхласа макăрнă, пайтах куççуль тăкнă. М. Белов.