Пĕве çит - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Пĕве çит достигать / достигнуть совершеннолетия.
Пĕве çитнĕ хĕр чĕри те хăй черечĕпе ачашлăха, юратăва тунсăхлать. А. Артемьев. Шухăш çăмхи сӳтĕлме чарăнчĕ, çапах та пĕве çитнĕ сарă хĕр конверт хыççăн конверт, салам хыççăн салам вулать. И. Тукташ. Амăшĕпе хĕрĕ Алевтина хĕр пĕвне çитнĕренпе пирвайхи хут чĕрисене уçса кăмăллăн калаçса ларчĕç. В. Алакĕр.