Пурнăçа кĕр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Пурнăçа [ĕçе] кĕр претворяться / претвориться в жизнь [в дело], воплощаться / воплотиться в действительность, осуществляться / осуществиться на деле.
Университетра вĕреннĕ чухнех Яковлевăн чăваш çырулăхне пуçарса ярас ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕрет. М. Сироткин. Социализмлă Чехословаки Фучикан ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнине кăтартса парать. Коммунизм ялавĕ. Анчах çав закон виçĕ çултан тин ĕçе кĕмелле. Ку кăмăллах мар. Хыпар.