Çул кăтарт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çул [çул-йĕр] кăтарт указывать / указать дорогу [путь] кому-чему.
Комсомол çул кăтартрĕ мана, Рабфака вĕренме вырнаçтарчĕ. С. Шавли. Вăл ăс пачĕ, çул кăтартрĕ Ырă пурнăç кунçулне. Ленин халăх чĕринче. Коммунистсен партийĕпе Совет правительстви... хресчене хăлтăр-халтăр урапа çинчен хурçă трактор çине лартма çул кăтартса пачĕç. М. Белов. Ленин вĕрентĕвĕ çынсене пурнăç тупсăмне, илемлĕ пуласлăх патне çул-йĕр кăтартса пырать. Коммунизм ялавĕ.