Çул тыт - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çул тыт 1. направляться / направиться куда: 2. путеводить; показывать дорогу; 3. придерживаться дороги (не сбиваясь).
1. Карталаннă кайăк хур Ашă еннелле çул тытать. Чăваш халăх юррисем. Молотилка сĕтĕрнĕ тракторсем «Атăл» йĕтемĕ еннелле çул тытрĕç. В. Сатай. Кăнтăрла иртсен, поезд Мускавран тухса Çĕпĕрелле çул тытрĕ. В. Краснов-Асли. Сывламасăр Марина итлерĕ, Пăшал пенĕ енне çул тытать. С. Шавли. 2. Çул тытасси йывăр пуль. 3. Çул тытакан лаша çултан пăрăнмасть.