Çунат сар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Çунат сар [хуш] расправлять / расправить крылья.
Шевчевкăна хĕнесе асаплантарнă алă чăвашăн çунат сарма ĕлкĕреймен çамрăк юрăçине те мăйĕнчен пăвнă пулĕ? Ю. Званацкий. Çунат сартăм — вĕçсе тухрăм Ирĕк, аслă тĕнчене. Янкăс саслăн юхрĕ юррăм Пурнăçпа телей çинчен. М. Волкова. Ашра пит çăмăл: Çутă кăмăл Вĕçет çунат сарса инçе. А. Лукин. Çунат хушассăм килет, Шăпчăк пулассăм килет. В. Урташ.