Тĕнче кас - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тĕнче кас 1. шататься зря; 2. обходить / обойти весь свет, побывать / побыть всюду.
1. Ашшĕ таçта тĕнче касса çӳрет. А. Ĕçхĕл. 2. Çĕр пичĕ тăвăр-им мана: Ăçта пырсан та эп хăна. Кĕр завода, тух уй-хире, Тĕнче касса кăна çӳре! С. Шавли. Эп ун чух вунçиччĕреччĕ, Лекместчĕ ман ура çĕре. Тĕнче касса вĕçсе çӳретчĕç Ĕмĕтĕмсем çӳл тӳпере. Г. Ефимов. Çĕр пичĕ тăвăр-им пире? Тĕнче касса кăна çӳре! Çит пăрлă Çурçĕр полюсне. А. Лукин.