Хырăм тăрантар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Хырăм (хырăма) тăрантар [тăрант] кормиться / прокормиться.
Шыракан тупать, теççĕ, пакша хырăмне тăрантаратех. Г. Ефимов. — Кайса ĕçле, — терĕ Мамич-Бердей. — Халап хырăма тăрантармасть. К. Турхан. Çĕр çывăрмасть ку чух Трахвай, Çурхи кун — хырăм тăрантать. С. Шавли. Килте пурăнма йывăрри маншăн паллă. Çи-пуç та, хырăм тăрантарасси те ман пуçран тухма пĕлмест. В. Краснов-Асли.