Чуна кантар - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чуна [ăша] кантар успокаивать / успокоить душу [сердце] кого, чью.
Кантарчĕ манăн чунăма Ĕçри тарпа турпас шăрши. Я. Ухсай. Килкартинче кĕрхи уяр çанталăк Çиçсе тăни те кантарман чунне. Я. Ухсай. Анчах вăхăта юлташĕсемпе ирттерни те Унтри чунне кантармасть. С. Элкер. Çапăçу умĕн кирек хăçан та çывăх юлташупа сăмахласа ăша кантарас килет. А. Талвир.