Чуна тив - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чуна [чĕрене] тив брать [хватать] / взять за душу [за сердце].
Усал сăмах чĕрене тивет. Ваттисен сăмахĕсем. Кĕвĕ, çĕр çумĕпе хуллен çеç ярăнса вĕçекен кайăк пек, чĕрене кайса тивсе, çынна ирĕксĕрех шухăша ярать. К. Турхан. Чуна тивеççĕ ямшăк юррисем. П. Хусанкай. Тутăхнă петле чуна тивекен сасăпа чĕриклетрĕ. А. Артемьев. Хуллен кăна шăвать çуна, — тупанĕсем чĕриклетеççĕ. Вĕсен сасси тивет чуна, такам йĕни пек илтĕнеççĕ. М. Хури. Шăнса кӳтнĕ сĕрме купăс кĕрхи урамра чĕрене кайса тивес пек салхуллăн нăшăклатать. Н. Илпек. Эсĕ каланă сăмах чуна пырса тиврĕ.