агропромышленность - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Производствăпа экономика тытăмĕ, ял хуçалăх продукцине туса илекенсен, тирпейлекенсен тата туянакан патне çитерекенсен çыхăнăвĕ. Халĕ çĕршывра пур районсенче те агропромышленность пĕрлешĕвĕсем туса хунă. К-н, 1984, 12 /, 2 с. Районти агропромышленноçра сирĕн тӳпе пĕчĕк мар. Г.Краснов, 1985, 49 с. Ыран — агропромышленность комплексĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ. ÇХ, 1997, 46 /, 1 с. Хальлĕхе Раççей агропромышленность комплексне ура çине тăратмалли çул-йĕр курăнмасть-ха. ХС, 2003, 83 /, 2 с. — агропромышленноç комплексĕ (Х-р, 25.07.2000, 3 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.).