ана - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п., куçăм. Хутлăх, лаптăк, талккăш; каçалăк (туп.). Истори анисем çине шух варвăрсем ятне хăварнă. П.Хусанкай, 1968, 158 с. Кун-çул ани вĕçне çитсессĕн — текех çук леш хура хӳме. В.Ахун, 1990, 58 с. Тăван литература анинче ĕçлетпĕр эпир пурсăмăр та, харпăр хăй анкартинче мар. Ю.Артемьев, 1991, 92 с. Тăван культура анинче хастарлăх кăтартнăшăн Н.Зимина... хисеплĕ ятсем панă. ТА, 2002, 5 /, 72 с. — пурнăç ани (С.Шавлы //Я-в, 1957, 12 /, 30 с.; В.Петров, 1982, 160 с.; Д.Гордеев, 1988, 348 с.; ХС, 1996, 38 /, 4 с.).