астăвăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
е АС ТĂВĂМ, ç.с. Асăм (туп.), асăмлăх, асăну. Аппан тĕрмери кун-çулĕ çинчен пĕлес килет... «Астăвăм» об-щество пулăшасса шанатăп. КЯ, 20.09.1989, 3 с. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне... «Астăвăм» кĕнекен пĕрремĕш томĕ кун çути курмалла. Ç-т, 1995, 4-5 /, 31 с. Çак çын ас тăвăма тивĕçлĕ мар-и вара. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Чăваш еншĕн аграри секторĕ — ...кăмăл-сипетпе ас тăвăмăн шалти вăйĕсене упраса хăвармалли пысăк шанчăк. ХС, 1999, 19 /, 1 с. — мифологилле астăвăм (ТА, 1990, 9 /, 67 с.); халăх астăвăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 48 с.); истори астăвăмĕ (Х-р, 6.06.1997, 1 с.); ĕмĕрлĕх астăвăм (Х-р, 6.05.2000, 1 с.); чĕрĕ астăвăм (Я-в, 2000, 5 /, 9 с.); — астăвăм саманчĕ (Я-в, 1995, 9 /, 89 с.); астăвăм шăплăхĕ, астăвăм тĕнчи (Н.Петровский, 1995, 84 с., 114 с.); астăвăм масарĕ, астăвăм хăми (Х-р, 17.01.1996, 2 с.); астăвăм сентри (Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с.); астăвăм каçĕ (Т-ш, 2000, 5 /, 2 с.); — танл., астăву (П.Хусанкай, 1962, 50 с.).