ашшĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Хула, область е республика ертӳçи; пысăк пуçлăх. Вăл [А.Г.Николаев] Çĕнĕ Шупашкар хулин «ашшĕсемпе» курнăçнине пăт-пат асăнкаланăччĕ. Х-р, 17.10.2000, 1 с. Мурманск облаçĕн «ашшĕ» Ю.Евдокимов. Х-р, 21.10.2000, 1 с. — Шупашкарăн «ашшĕсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).