бизнес - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
..., ç.х. Хутлă сăмахсен «услам ĕçĕ, пуçару ĕçĕ (туп.)» е «усламçă (туп.), ĕçлĕ çын» пĕлтерĕшлĕ пайĕ. «Бизнес-инкубаторта» çамрăксем пĕчĕк бизнес пуçарма пултараççĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Мускаври Реформ-пресс издательство ушкăнĕ хăйĕн кăçалхи тăваттăмĕш номерĕн бизнес-каталогне Чăваш çĕршывне халалланă. Х-р, 20.06.1997, 1 с. Наука ертӳçи ... бизнес-класлă самолетсемпе вĕçме ... пултарать. Ч-х, 1999, 27 /, 2 с. ЧНК çумĕнче бизнес-клуб йĕркелемелле. Х-р, 23.06.2000, 1 с.