бизнес-план - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Предприятин е пуçару ĕçĕн (туп.) палăртнă тĕллевĕсене пурнăçламалли майсене уçса паракан, тупăшпа тăкак виçине пайăрлакан программи. Çакна [предприяти ĕçĕ-хĕлне] бизнес-планпа бухгалтери докуменчĕсене тĕпе хурса хаклаççĕ. Х-р, 26.03.1996, 2 с. Ятарласа бизнес-план хатĕрлерĕмĕр. Х-р, 25.02.1997, 2 с. Кăмăл тăвакансем хăйсен бизнес-планĕсене хула администрацине тăратрĕç те ĕнтĕ. УС, 10.04.1998, 3 с. — бизнес-планра палăрт (Х-р, 13.03.1996, 2 с.); бизнес-плансен конкурсĕ (Х-р, 7.04.2001, 1 с.).