вăркав - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ăш вăркавĕ, п.я. Чун-чĕре канăçсăрлăхĕ; пăшăр-ханăç, ăш вĕçни. Акă халь ют çын умне ăш вăркавне шакăрах кăларса хучĕ. А.Емельянов, 1981, 11 с. Ăш вăркавĕ [Пуçелĕк]. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Пире çупăрлатчĕ хитре ăш вăркавĕ. Ю.Сементер //Т-ш, 1999, 9 /, 11 с. Çухалмĕ нихăçан та ăш вăркавĕ — тараймĕ вăл çилсем çĕклен хумпа. Н.Теветкел //Х-р, 30.11.2000, 3 с.