вăтанчăклăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Именчĕклĕх, хăюсăрлăх, намăслăх; вăтанулăх. Темле таса вăтанчăклăхĕпе, сăпайлăхĕпе ... килĕшрĕ вăл [хĕр] мана. А.Медведев, 1983, 25 с. Суя вăтанчăклăха сирсе ямалла, ... упăшкипе арăмĕн сексолог е психотерапевт патне пĕрле пымалла. Х-р, 21.07.1992, 4 с. Ыйхă татнă каçсем, ...сăвăласа янă çырусем, пикесен вăтанчăклăхĕ... Т-ш, 1999, 8 /, 12 с. — вăтанчăклăх карти (Х-р, 11.09.1996, 3 с.). — ВЧС, 1971, 224 с., 757 с.