видеодисплей - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., информ. ЭВМри информацие компьютер экранĕ çине — текст, таблица, схема е ӳкерчĕк хальлĕн — кăларса кăтартакан тата çавна май тĕрĕслеме пулăшакан хатĕр; экранлă пульт, дисплей. Электронлă шутлав машинисемпе тата видеодисплей терминалĕсемпе ĕçлеме ятарлă пĕлӳ илнĕ методистсемпе учительсем... Х-р, 10.10.1998, 6 с.