дизайнер - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Дизайн ăсти, художник-конструктор. Кашни çулах çамрăксем ... модельера, архитектора, дизайнера вĕренме кĕнипе паллă çак шкул. Ч-х, 1999, 28 /, 7 с. Педагогика университечĕн художество факультетне вĕренме кĕресчĕ, дизайнер ĕçĕ илĕртет. Т-ш, 1999, 44 /, 8 с. Дизайнерсем сĕтел-пукан е пусма-тавар ĕлкине, ӳкерчĕкне... тунине пĕлетпĕр. ÇХ, 2000, 12 /, 8 с. Хальхи вăхăтра уйрăмах модăри — «хуçалăх техникин дизайнерĕ» специализаци. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с. — дизайнерсен конкурсĕ (ÇХ, 1998, 47 /, 9 с.).