дипломçă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Аслă (е ятарлă вăтам) шкулăн юлашки курсĕнче вĕренекен çын; диплом ĕçне хатĕрлекен е хӳтĕлекен студент. Ăсчахсемпе методистсенчен йĕркеленĕ комисси диплом-çăсем чăваш чĕлхипе литератури учителĕн ятне тивĕçлине çирĕплетрĕ. Х-р, 19.06.1997, 2 с. Дипломçăсем чăвашсен иртнĕ вăхăтри çыравçисене кăна мар, паянхи сăвăç-калавçисен... пултарулăхне те тарăннăн тĕпчеççĕ. АМХ, 2000, 8—10 /, 10 с.