душман - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1979—1989 çулсенче Афганистанра совет салтакĕсене хирĕç çапăçнă çар çынни е партизан; моджахед (туп.). Ан таврăнайтăр тесе, душмансем тем пек тăрăшрĕç те... Ю.Силэм, 1989, 90 с. «Душман» манерлĕ ят. ТА, 1991, 9 /, 38 с. Душман — тăшман... пĕр пек янăравлă илтĕнет. Б.Борлен // Х-р, 30.06.1993, 6 с. Ханабад хули çывăхĕнче душмансем алхаснă. ÇХ, 1997, 52 /, 5 с; — афган душманĕсем (ÇХ, 2001, 49 /, 5 с.); — душман речĕ (Я-в, 2002, 9 /, 77 с.).~~