европăлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Хĕвеланăç Европа пурнăçĕн, культурин, тата йăли-йĕркин хăй евĕрлĕхĕ. Айхи ĕçĕнче, тен, ытларах «европăлăх» сисĕнет. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с. Анчах европăлăха шанни чылаях аркатнă-мĕн ун [сăнарăн] чунне. Эгоист туса хунă унран. Г.Федоров, 1996, 48 с.