ешерӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Йывăç-курăк чĕрĕлни, ешĕлленни. Чие тĕсĕ çапнă хурăн турачĕсем çулçăсен ешерĕвĕнче çухалнă. А.Емельянов, 1985, 413 с. Çурхи ешерӳ Петьăн кăмăлне çĕклентерсе, пăлхатса ячĕ. ÇХ, 1997, 32 /, 4 с. 2. Куçăм. Чĕрĕлĕх, чечекленӳ, аталану. Тулаш енчи илем шал енчи илеме ешерӳ кӳтĕр. Ф.Мадуров //Я-в, 1986, 5 /, 9 с. Пулатех, килетех Çуркунне! Килĕшӳ-ешерӳ çитетех. А.Галкин //Я-в, 1995, 9 /, 4 с.