иленӳ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. П.п. Килĕштерни, кăмăллани; туртăм (чун туртăмĕ, ар туртăмĕ). Кайран вăхăтлăх иленӳсем, вăрттăн тĕл-пулусем, ӳкĕнӳсĕр уйрăлусем кăна сике-сике тухрĕç ун тĕллĕн. В.Петров, 1985, 203 с. Официаллă арăмĕ патне унăн нимĕнле иленӳ те пулман. Х-р, 10.09.1996, 3 с. — ВЧС, 1971, 584 с. 2. Ç.п. Йăпанăç, киленӳ, айкашу. Ялти ачасен вăййисем те, шӳчĕсем те, иленĕвĕсем те хулари пек мар. В.Петров, 1989, 34 с. «Иванушкисем»[эстрада ушкăнĕ]... «Кукла» юрра пула çĕнĕ иленӳпе «чирленĕ». Халь музыкантсем пуканесем пухаççĕ. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с.