йăпăлтату - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., ç.с. Çынна сăмахпа çуни, икĕпитленсе ырă пулни; çукаланни, юмалани.Тен йăпăлтилĕх те мар, итлеме хăнăхни ... ытларах унăн. А.Емельянов, 1981, 5 с. Йăпăлтилĕх, чеелĕх, ултав — киревсĕр пулăмсем пулнине туйса ӳснĕ эпĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с. Пĕлет вăл, çут тĕнче маччи тытса тăраймĕ пылак йăпăлтату кăпăкĕнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.