йытă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ыл-машăвне кăтартакан вуникĕ паллăран вунпĕрмĕшĕ. Хăш-пĕр çĕршыв-сен календарĕсенче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă, ... Упăте, Автан, Йытă, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Ман тусăм — Йытă çулĕнче çуралнă Арăслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йыттăн хăйне çăмăлрах тытма, шӳтлеме вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытă, Тигр пекех шанăçне çухатнăскер, малалла вăрттăн кĕрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытăсем çĕнĕ юлташсем тупĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.