куçпăван - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Этеме вăхăтлăха тĕнтме, пуçне çавăрма пултаракан çын; гипнотизер, гипноз ăсти. Сана пурте калĕç, вăл асамăç, куçпăван вăл, — тейĕç, пăхнă чух. П.Хусанкай, 1968, 127 с. Тухтăрсен тухтăрĕ!.. Куçпăван этем. К-н, 1985, 7 /, 6 с. Сирена... Куçпăван илĕртмĕш пикесене çапла чĕннĕ. Я-в, 1991, 7 /, 17 с. Куçпăванпа унăн тусĕсем [Пуçелĕк]. Х-р, 12.09.1996, 2 с.