манкуртлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Иртнĕ ĕмĕрсемпе çыхăну çухатни, халăхăн ăс-хакăл эткерĕнчен писни. Халăх астăвăмĕ мăкални нимрен те хăрушă, ку вăл — манкуртлăх. Ю.Артемьев, 1991, 48 с. Манкуртлăха пĕтермесĕр преступлени те чакмĕ, экономикăпа культурăра, наукăра тата ытти çĕрте ӳсĕм пулмĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Наци нигилизмĕ, ... пуласлăха ĕненменни, манкуртлăх т.ыт. те пăшăрхантарма тивĕç пире. Х-р, 15.09.2001, 2 с.