мăчавăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. Чăваш тĕнĕн йăли-йĕркине пĕлекен çын; чӳк пуçĕ, кĕлевçĕ, апăс. Колхозри пĕр çын — çӳçне кастармасăр, сухалне хырмасăр — акатуй тĕлне чăн чăваш мăчавăрне тухса кайма приказ илнĕ. А-и, 1992, 22 /, 3 с. Ю.Беляев мăчавăр тĕрлĕ çимĕçсем парса чӳклерĕ, ... И.Соловьев мăчавăр кĕлĕ турĕ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Ял мăчавăрĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Е.Ерагин учитель чӳклеме ирттерчĕ. Х-р, 25.08.1998, 1 с. Якуркка Микихверĕ мăчавăр пил пачĕ. ÇХ, 1999, 7 /, 1 с. — Аслă мăчавăр (ÇХ, 2000, 11 /, 10 с.).