меслетлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пĕр-пĕр ĕçе ăнăçлă ирттермелли е вĕрентмелли мел-ăслай пĕрлĕхĕ; методика. Вăл ВЛКСМ рескомĕн вĕренӳпе меслетлĕх центрĕн директорĕнче вăй хунă. ÇХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаçу урокĕсен меслетлĕхĕ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ăна чăваш чĕлхипе литературин меслетлĕх кафедрин тилхепине шанса параççĕ. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — вĕренӳпе меслетлĕх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.); — çĕнĕ меслетлĕхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).