мониторинг - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Çут çанталăкри е обществăри пулăма, лару-тăрăва сăнаса тишкерни тата унăн пуласлăхне палăртни. Экологи министерствин мониторинг центрĕ. ÇХ, 1997, 28 /, 1 с. Халĕ социаллă-гигиенăллă мониторинг ирттереççĕ. Ăна тĕпе хурса ... республикăра пурăнакансен сывлăхне прогнозлама пулать. Х-р, 4.10.2000, 4 с. — çĕрĕн мониторингĕ (Х-р, 25.11.1992, 6 с.).