мультик - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Мультипликаци (анимаци) филь-мĕ; мультфильм. Пепкеçĕм утать-çке ман — мультик [текстра, мульттик] пекех туйăнать. А.Т-Ыхра, 1998, 29 с. Сенкер экран умĕнчен каçченех уйрăлмĕччĕç, мультик хыççăн мультик пăхĕччĕç. Т-ш, 1999, 32 /, 6 с. Шăп çав мультикпе ĕçленĕ вăхăтра мана ресторанта ... курнă. Х-р, 14.09.2001, 4 с. — тĕрлĕ мультик-пультик (Ар, 2001, 34 /, 4 с.)