неформал - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Тĕллев-интереса тĕпе хурса йĕркеленнĕ, официаллă майпа çирĕпленмен пĕрлешӳре тăракан çын. Наци пĕрлешĕвĕсен шайĕнче кăна «неформалсем» вăй илме пултарнă. Х-р, 15.09.1992, 2 с. Ура! Неформалсем, çурла уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хуламăрти рок-клубра çĕнĕ сезон уçăлчĕ. ÇХ, 1998, 37 /, 10 с. Неформалсем пур-ха ĕнтĕ... Вĕсем Ленин палăкĕ хыçĕнче, Чапаев скверĕнче ... пуçтарăнаççĕ. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. «Неформалсен» (вĕсене ун чухне çапла калатчĕç) форумĕсене хутшăнаттăм та тĕп редактор пӳлĕмне информаци йăтса кĕреттĕм. Х-р, 15.08.2000, 1 с. — неформал-организацисем (КЯ, 19.09.1989, 2 с.).