оригиналлăх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Хăйне евĕрлĕх, хăйне майлăх; супинккелĕх. Анчах та Некрасов вулакансен умне ... хăйĕн поэзири таланчĕн оригиналлăхĕпе сасартăках тухса тăраймасть-ха. Я-в, 1946, 11—12 /, 33 с. Ку кĕнекере писатель [М.Юхма] оригиналлăхĕпе вĕçкĕнленесрен сивĕнсе пырать пек туйăнать, ку чухнехи чăваш чĕлхипе калаçма тăрăшни уççăнах палăрать. И.Кузнецов, 1977, 191 с. А.Асламас хăйĕн оригиналлăхне тата тепĕр хут çирĕплетрĕ. Х-р, 4.03.1993, 4 с. — танл., пайăрлăх.