пайрăм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Пĕр-пĕр япалан пĕчĕкçĕ пайĕ (сыпăкĕ); деталь, компонент, элемент. Талантлă поэтсем ăсласа тунă чăн-чăн илемлĕх пайрăмĕсен пахалăхĕ вăл — вĕсен ӳкерчĕклĕхĕпе ансатлăхĕ. А.Горшков //Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. 1978, 67 с. Калаçусен чылай пайрăмĕ, паллах, асран тухса ӳкнĕ. Я-в, 1991, 11 /, 5 с. Кунта [хайлавра] пĕр пайрăм та ытлашши мар. ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. — пĕрешкел пайрăмсем (В.Каховский, 1984, 77 с.); витĕмлĕ пайрăмсем (Ю.Артемьев, 1988, 59 с.); символла пайрăмсем (Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 27 с.); вак-тĕвек пайрăмсем (В.Егоров //Х-р, 26.09.1992); сăнарлă шухăш пайрăмĕсем (Г.Федоров, 1994, 21 с.); чĕрĕ пайрăмсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 212 с.); уйрăм пайрăмсем (Х-р, 25.08.1998, 3 с.); тĕп пайрăм (Ç-т, 1998, 1 /, 2 с.); — пайрăм ăсти (ЧЛ, 1994, 11 кл., 151 с.).