пакунли - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., калаç. Йĕркелĕх хуралçи, милиционер. Преступник пакунлисене курсан тарма хăтланнă. Х-р, 13.02.1996, 1 с. Сĕнтĕрсем каллех лаша çухатнă. Паллах, пакунлисене чĕнсе илнĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 2 с. Пакунлисем вăрă йĕрĕ çине ӳкнĕ. А-д, 17.12.1999, 1 с. «Пакунлисенчен» тарса ӳкме ан хăтланăр. Ар, 2001, 4 /, 3 с. — пакунлисене шан (ÇХ, 1998, 48 /, 4 с.); пакунлисене тав ту (ХС, 1999, 25—26 /, 2 с.).