пăнчă - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.п. Пĕр-пĕр ĕç-пуç (суту-илӳ, вăрçă-харçă) пулса иртекен вырăн. Тепĕр ирхине ... унăн тусĕсем хулари суту-илӳ «пăнчисене» сырса илнĕ. К-н, 1967, 6 /, 4 с. Пирĕн районта пурĕ 120 суту-илӳ пăнчи. К-н, 1981, 16 /, 9 с. Вăл та çавнашкал бизнес пуçарнă, виçĕ «пăнчă» тытса тăнă. Х-р, 11.04.2001, 1 с. «Вĕри пăнчăна» пĕр хăрамасăр каякан хĕрарăм юрăç тупăнĕ-ши тата. Х-р, 11.10.2000, 2 с. — танл., хĕрӳ «точкăсем» (Х-р, 27.07.2001, 4 с.).