пно - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., кĕск. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ; ООН. 1992 çулта Рио-де-Жанейро хулинче ПНО тавралăха сыхлас енĕпе конференци ирттернĕ. Х-р, 2.10.1998, 3 с. — ПНО Генеральнăй Ассамблейи (Х-р, 15.05.1996, 1 с.); ПНО Генеральнăй секретарĕ (Х-р, 15.05.1997, 2 с.); ПНОн полномочиллĕ представителĕ (ÇХ, 2003, 8 /, 10 с.); ПНО статистики (Х-р, 21.03.2003, 3 с.).