популизм - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пурнăçланма пултарайман тĕллевсемпе илĕртсе, суя шанчăкпа йăпатса халăха юрама тăрăшни. Популизм вăл — буржуалла патшалăхри суйлавсен тĕп меслечĕ. КЯ, 11.06.1991, 1 с. Суйлавçăсен сассисене пухассишĕн вăл уççăнах «хывăх» алланă. Популизм мар-и ку. ЧÇ-й, 2001, 2 /, 1 с.