ĕмĕтçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Ĕмĕтленме юратакан, ĕмĕтпе хавхаланакан çын; романтик. Тамара хăш чухне хăй маниловла ĕмĕтçе тухасран та шикленнĕ. Ю.Скворцов, 1962, 20 с. «Ĕмĕтçĕ» сăмах ĕмĕтленекен çынна пĕлтерет тесе чухласа илетпĕр. ХП, 1988, 8 /, 23 с. Милици майорĕ О.Коновалов ыррине çеç куракан ĕмĕтçĕ пулнă. Ар, 2001, 51 /, 1 с.