арăслан
ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăр ушкăнне кĕрсен (24.VII—23.VIII) çуралнă çын. Арăсланăн сывлăха упрама тăрăшмалла. Т-ш, 27.02.1991, 7 с. Арăслансен сывлăхĕсем çирĕпленĕç, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе витĕмлĕхне кăтартĕç. К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Эпĕ 33 çулта, ...гороскоппа — Арăслан. ÇХ, 1999, 1 /, 10 с. Арăслансене пла-нетăсем çĕнĕ ĕç шырама канаш параççĕ. ХС, 1999, 14 /, 4 с.
йытă
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ыл-машăвне кăтартакан вуникĕ паллăран вунпĕрмĕшĕ. Хăш-пĕр çĕршыв-сен календарĕсенче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă, ... Упăте, Автан, Йытă, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Ман тусăм — Йытă çулĕнче çуралнă Арăслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с.
2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йыттăн хăйне çăмăлрах тытма, шӳтлеме вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытă, Тигр пекех шанăçне çухатнăскер, малалла вăрттăн кĕрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытăсем çĕнĕ юлташсем тупĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.
Çавăн пекех пăхăр:
Арăн арăн-чарăн арăс арăсăр « Арăслан » арăслан-кайăк арăслан-кайăкĕ арăш-пирăш арăш-пирĕш арăш-пирĕшлĕх