Шырав: çĕршĕн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

çĕрĕш

II.
то же, что çĕршĕн
çĕрĕшнĕ пулă — протухшая рыба

çĕршĕн

1.
гнить, подгнивать, загнивать, истлевать
пĕрене çĕршĕннĕ — бревно подгнило
çĕршĕннĕ улăм — подопревшая солома

çĕршĕн

2. перен.
разлагаться, развращаться
мораль тĕлĕшĕнчен çĕршĕннĕ çын — морально разложившийся человек

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕршĕн

(с’ӧ̆ржӧ̆н’), гнить (слабее, чем. çĕр). Орау. Йĕпере килкепе, вĕрен çĕршĕнет (гниет). КС. Кутлăха йĕпе çĕре пăрахрăм та, текех (все время) çĕршĕнсе выртнă.

çăршĕнтер

понуд. ф. от çĕршĕн. КС. Çанта вĕрен-пăява мĕшĕн çăмăр айĕнче çĕршĕнтерсе вырттаратăр?

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

татăк

(тады̆к), отрезок, обрез, обрывок, обломок. Тогаево. Онтан вара ашшĕпе амăшĕ пĕр патак татки (= татăкĕ) илеççĕ те, шăпа яраççĕ. Эльбарус. Кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. N. Çулла тулнă шăнасем çавăнтах тăни тепĕре, хăюне пир татăкĕпе туса яни виççĕ. Тогаево. Иван каллах хăвăртрах сиксе тохрĕ, тет те, каска таткисене (обрубки дерева) пыçтарса (= пуçтарса) тохса пăрахрĕ, тет. Дик. леб. 40. Татăк-татăк пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнаççĕ. || Кусок. Сĕт-к. Çăккăр татăкне çĕре ан прахăр, ачасам! Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара, кулачă татки (= татăкĕ) çимешкĕн. || Обломок, осколок. N. Кайсан-кайсан, Иван чол татки илчĕ, тет. НИП. Татăк-татăк юхать (пăр, после полного ледохода). || Клочок (земли). N. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă. N. Персияпа Турция (= Перçипе Турци) патшалăхĕ хăйсен патшалăхĕсем хушшинче выртакан татăк çĕршĕн пит хытă тавлашаççĕ. || Часть. Чаду-к. Вара çĕлен патши темиçе татăк пулнă. || Статья. Бес. чув. Вĕрентекен ăна пĕр хаçет парса янă. Унта пĕр тĕрĕк (турккă) патшалăхĕ пурăнăçĕ çинчен çырса хунă татăк пулнă. Вăл татăкра турккă хĕрарăмĕсем арçынсенчен хĕн курса пурăнни çинчен, халăх сахалланса пыни çинчен çырни пулнă. || Отрезок времени. Якейк. Тепĕр татăкра (в другое время) пӳклесе парăп-ха, пĕр татăкра (в непродолжительное время) халь виç йĕм ĕçлерĕм. || Употребляется для выражения уменьшительности. N. Ниăçта та пĕр курăк татăкĕ те çук (нет ни травки), йĕри-тавăра пĕр хăйăр (песок) анчах. Собр. Кил енче тип татăк, Вутлан енче вут татăкĕ. (Чĕлĕм туртни). ЧС. Çӳлте пĕр пĕлĕт татки те çук, хĕвел шăратса пăхать. || Небольшая часть поля (2—З хăлаç). К.-Кушки. || Обрубленный, обрезанный. Ишек. Халĕ те татăк хӳрепе (с куцым хвостом) çӳрет, тет. N. Татăк хăлхапа çӳретчĕ. Синьял. Шур татăк кут, татăк кут, хуса-хуса пытăм та, хурама кутне анах карĕ. Альш. Татăк кут Татяна (насмешка над именем). N. † Татăк кутлă (вар. котлă) тимĕрçсем сиксе тимĕр çапаççĕ. Ала 4°. Эпĕ куртăм çавăнта пĕр хăрăк татăк çăкана. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе, карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. О заступл. Татăк алăллă хĕре курсан, тарçисем те пит тĕлĕннĕ. ТХКА 40. Пĕр сыснин хăлхи татăк. Ала 4. Усал патши ăна пĕр лаша пачĕ, тет, тата тепĕр татăк хĕç пачĕ, тет. N. Татăк винтовккă, обрез. || Распруженный (о запруде). Н. Мазик. Çитсен, унтан ыйтнă: чăнахах санăн арман пĕви татăк? || Лишенный. КС. Аш-пăшран, сĕт-турăхран татăк тăмастпăр. N. Вĕсем никçан та чытнайран татăк полмаççĕ. Юрк. † Вуникĕ ĕне усрăттăм, ĕне сума тухăттăм, сĕтрен татăк пулмăттăм. || Перерыв. Алик. Туя пынă лашасем умĕнче сĕлĕ татăк ан тăтăр (т. е. чтобы без перерыва лошади ели овес).

хаклă

(хаклы̆), дорогой, драгоценный, ценный. N. Хаклă йышши чулсем: алмаз, яхонт, рубин, изумруд. НР. † Мăн çул урлă ку енче нимрен хаклă савни пур. За большой дорогой, на этой стороне (Волги) живет милый, который мне дороже всех || Дорого. N. Ытла хаклă ыйтатăн. Менча Ч. Илес япалăна йӳне илме парăсăнччĕ, тет; сутас япалăна хакла сутма парăсăнччĕ, тет. (Из моленья). Орау. Эпĕ санран хаклăраха (не так резко, как хакла) сутрăм (но: çук, вăл санран хакла сутрĕ). N. Çĕр сахал пулсассăн та, пурăнăç хакла юлсассăн та, сирĕн пурăнăç ăнса пырĕ. N. Çĕр ĕçпе пурăнакан çын тенĕ ята пит хакла хунă. Ал. цв. Хăйĕн таварĕсене вăл виç хут хакла сутса пырать, ют таварсене виçĕ хут йӳне илсе пырать. Сборн. по мед. Çавсемшĕн пуриншĕн те укçа нумай каять, çавăнпа ача пăхакан хăш-хăш пысăк çурт пит хакла ларать. Мижули. Какой сан патна пыма, хамăрăн ĕç халь конне хакла ларать, тенĕ. Ib. Манăн халь сансăр пуçне те ĕç нăмай, кунне хакла ларать, тенĕ. N. Хакла сут, дорого продать. N. Çавăнпа та хресченсене ку çĕршĕн тӳлес парăм ытла хакла çитнĕ. N. Ку сӳсмене хаклă патăн-и? — Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, аллă пус патăм. N. Эсĕ маншăн нимрен те хаклă тăран. N. Кунта япала (товар) пит хаклă. N. Вăрçă панче пур япала та хаклă. || Жалко. Синерь. Сире маншăн çав арча та хаклă (жалко вам).

хырăç-марăç

подать, налоги, государственные и общественные сборы. Бур. Хырăç-марăç памашкăн хушпу пăрахатпăр, тесе йĕретчĕç ĕлĕк. Ск. и пред. чув. 114. Хырăç-марăç памашкăн хушпу саклат хыватпăр. Ядр. Хырăç-марăç хăпарни, иксĕлни. N. Урăх хырăç-марăç та хресчен çинче темĕн чухлĕ пулнă. N. Çĕршĕн вĕсенчен укçа нумай илмест, çĕр хырăç-марăçне тӳлемеллĕх кăна илет.

нехек

(н'эhэк), лень. (М. б. вм. нахас, нехес?). Шорк. Ăна çӳреме нехек, аран отать. || Беда. Орау. Нехек = инкек. Ib. Вăл Петĕркке Хветучĕ хăçан пĕре нехек курĕ, çĕршĕн ытла та хытă вăрçать-çке-ха. закладка || Напраслина, клевета. СПВВ. АЕ. Нехек, нахак, напраслина, зря. Ib. Нехек лекрĕ.

Маккар

хр. имя мужч, Макар. {{anchor|DdeLink57192027901195}} || Герой предания (впоследствии стал „киреметью“). Пшкрт. Маккарпа (-βа), Йолхой (имя человека) талашса çĕршĕн. Пĕрне-пĕри çĕр илешшĕн. Маккарăн туат ул (= ывăл) полнă. Туат ульня туатă пĕçеке (-ҕӓ) алтса лартнă тăпрашня, шăтăка (в яму). Сутсам (судейские) сиссессĕн, Маккар кăланă сутсаня: косăр кайса етĕр (-ыйтăр) ман çĕр пĕçекĕсемĕнчен (у углов моей земли). Каран сутсам пырса етнĕç (єтнэ̆с’): камăн çĕр? тенĕç. Онта каланă: Маккарăн, тесе. Тепĕр пĕçекĕнче те апла каланă. Туатă пĕçекĕнче те пĕрешкелек каланăç. Каран вăл çĕр Маккарăн полнă. Маккарăн ульăсам, тăпрая алтса лартнисем, вилнĕç (умерли). Ĕлĕк онта пысăк вăрман полнă, хырăсам икшер-виçшер хăлаçлă (в обхвате) полнă. Халь он вырăнча ой туса, „Маккар çĕрĕ“ теччĕ.

иптĕк

(ипт’э̆к'), «такая большая площадь земли, что не видать конца-края». Сообщ. П. И. Орлов. Орау. Петĕрк(к)е ывăлин çĕршывĕ халь, те иптĕк, хăй çавах çĕршĕн вăрçать. || Излишек. IЬ. (от КС.?). Унăн пăртак иптĕк пулмалла, ахаллĕнчен (а то) пĕр ятна (с одним душевым наделом) мĕн чул тырă тумалла? У него есть излишек земли против других еtс.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ветшать

глаг. несов. (син. дряхлеть)
кивел, кавсăл, çĕршĕн, мăртăх; строения ветшают хуралтăсем çĕршĕнеççĕ

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

обветшать

сов. кивел, кивелсе çит, çĕршĕн.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Юн юхать

Юн юхать [тăкăнать] льётся кровь чья.
[Митя:] Тăван çĕршыв талккишпех куççуль те юн юхать. Я. Мранькка. Çĕршĕн халăх юнĕ сахал мар юхнă. Чăваш календарĕ. Таçта ĕнтĕ çын юнĕ тăкăнать. А. Жклезкова, К. Семенова.

Çавăн пекех пăхăр:

çĕрура çĕрхи çĕрхине çĕрччен « çĕршĕн » çĕршĕнкĕ çĕршĕнчĕк çĕршер çĕршерĕн çĕршыв

çĕршĕн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150